18+
Специальная версия

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе...

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ.

Олимпиадăна 5–11-мĕш классенче вĕренекен 350 яхăн ача хутшăнчĕ, çав шутра республика тулашĕнчен (Тутар Республикин Нурлат, Çĕпрел, Элкел, Теччĕ, Çарăмсан, Павлă, Аппас, Пĕкĕлме, Аксу районĕсенчи 23 ача; Пушкăрт Республикин Авăркас, Куюргазă, Кармаскала, Пишпӳлек районĕсенчи 7 ача) – 30 вĕренекен.
Интернет олимпиадăна кăçал Çĕрпӳ, Патăрьел, Вăрмар, Муркаш, Канаш, Вăрнар, Куславкка муниципалитет округĕсен тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула округĕсен шкул ачисем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç.

Тĕпрен илсен, олимпиада аван иртрĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен шутне 5–6-мĕш классенче вĕренекен 74 ача, 7–8-мĕш классенче вĕренекен 53 ача, 9–11-мĕш классенче вĕренекен 51 ача кĕчĕ.

Олимпиадăна хутшăннă мĕн пур ачана, вĕрентекене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсене саламлатпăр, вĕренӳре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.

Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен дипломĕсене тата конкурса хутшăнни çинчен ĕнентерекен сертификатсене заявкăра кăтартнă электрон почта адресĕпе ярса паратпăр. Документсене нарăсăн (февралĕн) 21-мĕшĕччен çитерме палăртнă.
12:27 06.02.2026 16+
0

Оставить сообщение:

Выбор редакции